Ака уйăхěн 22 – мěшěнче Патреккелти пěтěмěшле пěлў паракан тěп шкулта чăваш чěлхипе литература эрнелěхне илемлěн уçрěç. Тěп фойере шкул ачисемпе вěрентекенсем пуçтарăнчěç.Саккăрмěш класра вěренекенсем чăваш чěлхи хакě çинчен çулăмлă сăвăсем вуласа парса савăнтарчěç, тăван чěлхене юратма, упрама чěнсе каларěç.