Шкулти курмалли зал туп-тулли. Кунта паян кěçěн класран пуçласа аслисем таранах пуçтарăннă.
9 класра вěренекенсем хушшинче «Чи лайăх очерк» конкурс иртет. Конкурса 6 ěç тăратнă.
Акă сцена çине конкурсантсем пěрин хыççăн тепри туха-туха хăйсем çырнă очерксемпе паллаштараççě. Кириллова Олеся «Анне юнашар пулсан», Карсакова Олеся «Пурнăç тикěс мар», Кириллова Мария «Ачан кěске ěмěрě» очерксем кашни ачан чěрине тыткăнларěç. Чылай ача куçěсенче куççуль тумламěсем курăнчěç.
Доброхотова Оксана çырнă «Ăçта эсě, çутă ěмěт шăрçи?» очерк та чуна хумхантарчě. «Сухви аппан пурнăçланнă ěмěчě» (Филимонова Ирина), «Чун канăçлăхěллě ватлăх» (Петров Геннадий) очерксем те пурин кăмăлне те кайрěç.