Чăваш чĕлхи кунне уявларĕҫ

      Ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паакан тĕп шкулта вĕренекенсем хамăрăн тăван чĕлхене юратние, чăннипех те сума сунине кăтартса пачĕҫ, унăн кунне пысăк уяв туса ирттерчĕҫ. Уроксем хыҫҫăн зала пур шкул ачисем те, вĕрентекенсем те хаваспах пуҫтарăнчĕҫ. Малтан сцена ҫинче 5-8 класра вĕренекенсем «И.Я.Яковлевăн ҫуралнă кунне  уявлатпăр» ятлă  литературăпа музыка  композицийĕ кăтартрĕҫ, чăвашсен чуна пырса тивмелле хитре юррисене шăрантарчĕҫ.

     Ун хыҫҫăн  никам та кайма васкамарĕ-ха, мĕншĕн тесен 8 класра вĕренекенсем сцена ҫине илемлĕ атрибутсем вырнаҫтарчĕҫ, Ĕҫ ҫулталăкне халалланă сценарипе куракансене тыткăнларĕҫ.  «Ĕҫ –пурнăҫ тыткăчи»  ятлă  пьесăна курма та питĕ кăмăллă пулчĕ. Вĕренекенсем кашни сăнара пахан уҫса пама пултарчĕҫ. Куракансем патне пьесăн тĕп шухăшне, ĕҫе юратмалли ҫинчен асăрхаттарнине, ҫитерме пултарчĕҫ.