Чǎваш халǎхӗн апат-ҫимӗҫӗ ӗмӗрсен хушши аталанса, пуянланса пынǎ. Ҫавǎнпа та ǎна хǎйне евӗрлӗ йǎла-йӗрке теме те пулать. Пирӗн несӗлсем ӗлӗк-авал апата ытларах выльǎх ǎш-чикӗнчен, курǎкран, сӗтпе чустаран хатӗрленӗ. Паянхи чǎваш апат-ҫимӗҫӗ пуян та тӗрлӗ енлӗ. Чаплǎ, техӗмлӗ апат-ҫимӗҫ сахал мар. Какай шӳрпипе шǎрттан, хуплупа чǎкǎт тата шаркку тутине Чǎваш Енре ҫеҫ мар, унǎн тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Пуҫ-ура яшки, ӗне ырри, тултармǎш та халǎхра анлǎ сарǎлнǎ. Чǎвашсем мӗн авалтан ҫак апатсене хатӗрлесен пӗр-пӗрне хǎнана чӗннӗ. Кил хуҫи хӗрарǎмӗ хǎйӗн пултарулǎхне, ǎсталǎхне кǎтартма тǎрǎшнǎ.
Апат-ҫимӗҫ тутлǎ та техӗмлӗ пуласси ǎна мӗнрен хатӗрленинчен нумай килет. Чǎваш хуплǎвне ытларах туй сӗтелӗ ҫинче курма пулать. Хуплǎва икӗ тӗрлӗ пӗҫереҫҫӗ: ҫӗр улмипе ашпа тата ҫӗр улмисӗр, иккӗмӗш апат пек. Тӗпӗ-пичӗпе витӗр ҫу ҫапса пиҫнӗскере тутанса пǎхмасǎр кам чǎтайӗ.
Ашран хатӗрленӗ, паянччен сыхланса юлнǎ ытти ҫимӗҫ те паха. Чǎваш шǎрттанӗ мӗне тǎрать тата! Унсǎрǎн паян ялта пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗ те иртмест. «Шǎрттансǎр сӗтел, сӗтел мар», - теҫҫӗ чǎвашсем. Выльǎх пуснǎ кун аш-какай шӳрпи пӗҫерес йǎла мӗн авалтанах пырать. Шӳрпене тӗрлӗ ӗҫкӗ-ҫикӗре, туйра, салтак ǎсатнǎ чухне тутанса пǎхма пулать. Ҫǎмарта хǎпартǎвӗ сыхланса юлни те савǎнтарать. Ĕлӗк ǎна мǎшǎрланакан хӗрпе каччǎ валли вир пǎттипе пӗҫернӗ. Халӗ вара ытларах ҫимӗкре масар ҫине вилнисене асǎнса ҫиме илсе каяҫҫӗ. Ҫавǎн пекех хальлӗхе чǎкǎт, тǎварлǎ ҫу, уйранпа турǎх тǎвасси те манǎҫа тухман-ха.
Кашни уява – хǎйне евӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ:
_ Сурхуринче пǎрҫа шӳтерме лартнǎ. ( ǎшаланǎ пǎрҫа).
_ Ҫǎварни – икерчӗ пӗҫернӗ.
_ Мǎн кун – пӗветнӗ е пӗҫернӗ ҫǎмарта.
_ Питравра - така пусса ҫинӗ.
_ Пукрав – пǎрҫа, пиҫнӗ улма кукли ҫинӗ.
Пирӗн несӗлсем куллен апатланнǎ е уяв сӗтелӗ ҫине лартнǎ хǎш-пӗр ҫимӗҫ паянччен упранса юлнине кăтартса пама пултарчĕҫ хăйсен ĕҫĕсемпе паян Патреккел шкулĕнче 6-класра вĕренекенсем.
Вĕсен уяв сĕтелне пуян хатĕрленĕ. Унта маларах асăннă пур апат-ҫимĕҫ те куҫа илĕртрĕ, сăмсана кăтăкларĕ, ҫавăн пек ҫимĕҫе килте хатĕрлеме кашнине хистерĕӗ
6 урок хыҫҫăн Патреккел шкул залĕ каллех ача-пăча шавĕпе тулчĕ. Кунта чăваш апат-ҫимĕҫĕ ҫинчен, ăна мĕнле хатĕрлемелли ҫинчен 8 класра вĕренекен Левая Дианăпа Доброхотова Эльвира презентаци туса ăнлантарса пачĕҫ. Техĕмлĕ апатсен авалхи вăрттăнлăхне вĕренекенсем патне ҫитерчĕҫ, пĕҫермелли рецептсемпе паллаштарчĕҫ.
Кайран 6-мĕшсем хăйсем пĕҫернĕ апат-ҫимĕҫе астивсе пăхма пурне те кĕреке хушшине чĕнчĕҫ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем уявпа кăмăллă юлчĕҫ.