«Шкул хыпарӗ» хаҫатǎн ҫӗнӗ кǎларǎмӗ

      Ака уйăхĕн  29-мĕшĕнче  Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем «Шкул хыпарӗ» хаҫатǎн ҫӗнӗ кǎларǎмӗпе паллашрĕҫ. Чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ хаҫат инҫетренех хăй патне илĕртет.

      Ку кăларăма 9 –мĕш класра вĕренекенсем хатĕрлерĕҫ. Хаҫата хамăра ҫутта кăлараканăмăра, Иван Яковлевич Яковлева халалларĕҫ. «Ҫутта кǎлараканǎмǎр - ӗмӗрлӗх асǎмǎрсенче» ят панă хаҫата. Ҫавна май патриархăмăрăн ҫамрăк  чухнехи тата шур сухаллă тапхăрти  сăн ӳкерчĕкĕсем хаҫатра вырăн тупнă.  Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн куҫĕ шкулта вĕренекенсене ăслăрах та тăрăшуллăрах пулма, тăван чăваш чĕлхене юратма хистенĕн тинкерет.

      Хаҫатра  И.Я. Иковлев пурнăҫĕпе, унăн пултарулăхĕпе паллашма кăмăллă пулчĕ.