Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем Чĕмпĕр хулинче экскурсире пулса курчĕç, çавна май Чĕмпĕр хулипе анлăрах паллашма, пĕлĕвĕсене ÿстерме, усăллă канма пултарчĕç. Ачасемпе экскурсире шкулти географипе историе вĕрентекен Иванов Г.Н. тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Енейкина Г.Л. пулчĕç.
Чĕмпĕр – хĕрĕх ытла музейсен хули, çавăнпа пĕрре кайса пур çĕре те çитейменнине ăнланма пулать. Хальлĕхе вĕсем 1917 çулта пулса иртнĕ Аслă октябрь революцийĕн ертÿçине Владимир Ульянова – Ленина - халалланă тĕнчери пĕртен-пĕр музей комплексĕнче чарăнчĕç. Кунта – В.И. Ленинăн музейĕ, Володя Ульянов çуралнă çурт, Ленин мемориалĕ.
Вĕренекенсем В.И. Ленинăн халăх пурнăçне улăштарса çĕнетес ĕçри пултарулăхĕпе паллашнисĕр пуçне патшалăхри паллă çынсен вăл вăхăтри тата каярахпа та тунă пархатарлă ĕçĕсесемпе кăсăкланчĕç, нумай çĕнĕлĕхсемпе пуянланчĕç.
Кайран, автобуспа киле таврăннă чухне, ачасен Чĕмпĕр хулине тата та килес килнине, унпа тĕплĕн паллашас килнине илтме кăмăллă пулчĕ.