Ҫутă энергине упракансем пулар

    Ҫутă энергине упрассипе ҫыхăннă мероприятие ирттерме  пухăнчĕҫ паян  чăваш чĕлхи кабинетне Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта 5 тата 8 класра вĕренекенсем. Ҫак эрнелĕхе хатĕрленсе 8 класра вĕренекенсем ҫутă энергине упрассипе ҫыхăннă хайлавсем ҫырса хатĕрлерĕҫ, вĕсен шутĕнче сăвăсем те пур.

    Хăйсен хайлавĕсемпе 8 класра вĕренекенсем 5 класра вĕренекенсенсене паллаштарчĕҫ. Вĕсенче вара  кĕҫен туссемшĕн – сĕнӳсемпе асăрхаттарусем, ăс панисем.

   Уйрăмах итлекенсене Чернов Алексейĕн хайлавĕ шухăша ячĕ.Ку хайлаври ăспарулăх пысăк шайра тата ăнланмалла пулнипе те ҫыхăннă пулас. Быков Дмитрий хайлавĕнчи сӳрĕк ача пек пулас марччĕ тесе  те пĕтĕмлетӳ турĕҫ пиллĕкмĕшсем. Маркова Софийăн сăвви вара нумайлăха асра юлĕ, асăрхаттарсах тăрĕ: ҫутă энергине упра!