Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсене хавхалантарчĕç

     Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта паян 6 класра вĕренекенсем, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «Çамрăк çепĕлсем» литература кружокне çÿренĕскерсем, 5 класс ачисемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Вĕсем  кĕçĕн тусĕсене хăйсен пултарулăхĕпе, иртнĕ вĕренÿ  çулĕнче çырнă хайлавĕсемпе паллаштарма  кăмăл турĕç.

   Уйрăмах вĕсене Левая Алина  тыткăнларĕ, мĕншĕн тесен вăл хăй çырнă сăввисене питĕ пысăк туйăмпа вуларĕ. Кудряшова Аделинăпа Воронцова Юля та кĕçĕн тантăшĕсене тĕлĕнтерчĕç: пĕр çул хушшинче чылай паха сăвă ăсталама пултарнă-çке-ха вĕсем!

   Пиллĕкмĕшсем те литература  кружокне çÿресе çак пултарулăха  алла илме çунатланчĕç, çĕнĕ ĕмĕтсемпе хавхаланчĕç.