Декабрĕн 10-мĕшĕ – Сывлăх кунĕ

Декабрĕн 10-мĕшĕ – Сывлăх кунĕ. Этемлĕх çĕр çинче сывлăхсăр пурăнаймасть. Сывлăх – чи хаклă пурлăх. Çакна кашни шкул ачин пĕчĕкренех ăса хывмалла, сывлăха упрама тăрăшмалла, вĕренмелле, мĕн сывлăхшăн усăллă тата мĕн сиенлине тĕплĕ пĕлмелле.

    Çавна май Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Енейкина Г.Л. литература кружокне çÿрекенсемпе  сывлăх çинчен калаçу ирттерчĕ. 

     Малтан вĕренекенсем сывлăх мĕн иккенне, вăл мĕншĕн паха пулни çинчен калаçрĕç.Унтан вĕрентекен сывлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене тупса çыртарчĕ. Кайран, çак ваттисен сăмахĕсене усă курса, калаçури шухăшсене кĕртсе  хайлав, сăвă çырма сĕнчĕ. Ку ĕçе килте малалла тăсĕç ачасем, пулса çитнĕ сăвăсене  «Тантăш» хаçата ярса пама хавхалантарчĕ вĕрентекен. Ĕçлесен ĕç пулатех, çакна вĕрентекен шанать.