Конституци – патшалăхăн Тĕп законĕ

    Декабрĕн 9-мĕшĕнче Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 9-мĕщ класра вĕренекенсемпе патшалăхăн  тĕп законĕ çинчен калаçу ирттерчĕ. Калаçу вăхăтĕнче вĕренекенсем çаксем çинчен аса илчĕç тата çĕннине пĕлчĕç: çĕнĕ Конституцие мĕншĕн йышăнни, Раççей Федерацийĕн  Конституцине кам тата мĕнле йышăннă, унта мĕнле ыйтусем çуталаççĕ, мĕншĕн вăл  Тĕп закон шутланать.

    80-90- мĕш çулсенче çĕршывра пулса иртнĕ тарăн улшăнусем Раççейре çĕнĕ Конституцие йышăнасси патне  çитернĕ. Ку вăхăтра Раççей, малтанхи тытăмран уйрăлса, никама пăхăнман суверенлă патшалăх – Раççей Федерацийĕ -  пулса тăрать. Политикăра та, социаллă сферăра та чылай улшăнусем пулса иртеççĕ, пĕр партилĕх вырăнне нумай партилĕхĕн принципĕ килет. Обществăра çĕнĕ социаллă пахалăхсем, виçесем, идеалсем çирĕпленеççĕ. Çак улшăнусем пирĕн çĕршыври Конституцие улăштарма кирлине туйтарнă та ĕнтĕ.

   Вĕренекенсене килте «Документсемпе паллашатпăр» уйрăма уçса вулама, «Конституци – пирĕн пурнăçри Тĕп закон» ятлă хайлав ăсталаса килме ĕç сĕнчĕ вĕрентекен.