«Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăлкуçĕ» - рефератсен презентаийĕ иртрĕ

    Эрнекун Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлпаркан тĕп шкулта каллех хĕрÿ шав тăчĕ.   Кунта 7, 8, 9- мĕш классен хушшинче «Тăван чĕлхе – пĕлÿ  çăлкуçĕ» - рефератсен презентаийĕ иртрĕ. Вĕренекенсем тăван чĕлхене мухтаса та юратса илемлĕ хайлавсем, сăвăсем ăсталанă. Итлесе те курса ларакансем вĕсемпе кăмăллăн юлчĕç.

Чăнах та, чĕлхене юратаканшăн ăна хаклама тытăнсан каламалли тата та тата тупăнсах тăрать. Мĕншĕн-ши тетĕр? Каллех çав хурав: юрату!

   Мĕнлĕ юратмăн-ха хамăрăн илемлĕ те çепĕç чĕлхене? Телевиденипе  янрать-и вăл, радиопа итлетĕн-и ăна, е килте атте-анне ,асанне-асатте калаçăвнех илер – пурте чуна тыткăнлаççĕ, пурте чун-чĕрене çав тери çывăх.  Çакна кртса,каласа ĕнентерме пултарчĕç рефератсене хÿтĕлекенсем.