Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем раштав уйăхĕн илемĕпе тунсăхлани курăнать. Вĕсем Г.Л. Енейкина ирттерекен «Çамрăк çеçпĕлсем» литература кружокĕнче тăрăшулăх кăтартаççĕ. Тăван тавралăхри хĕл илемне, ун асамлăхне хăйсен сăввисенче кăтартса параççĕ.
Чи пултаруллисем вара хăйсен ĕçĕсене районпа республика хаçачĕсене ярса пама хатĕрлеççĕ, вĕсене çак ĕçре чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Л.Енейкина хавхалантарса пырать.
Уйрăмах Çĕнĕ çулпа çыхăннă сăввисемпе паллашма кăмăллă. Вĕсене вуласан ачалăхри асамлăха кĕрсе унти хăйне евĕр илĕртÿлĕхпе хĕпĕртеме пуçлатăн. Вĕсем çитĕнсе çитнĕ çын питех асăрхаман сăнарсемпе ĕçсене кăтартаççĕ, тĕлĕнÿ вăратаççĕ. Чи кирли вара – вĕсем творчествăлла шухăшлама, хăйсене аталантарма пултарни.