Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемшĕн иртсе каякан çул усăллă иртрĕ. Вĕсем Г.Л.Енейкина сĕннипе çут çанталăка упрас, май пур таран илемлетес тĕллевпе тăван литература урокĕсенче нумай калаçрĕç, тĕрлĕ усăллă ĕçсем туса ирттерчĕç. Халĕ вара, раштав уйăхĕн вĕçĕнче, асăннă çул хăйсем вуласа тишкернĕ хайлавсене пĕтĕмлетнĕ май, унти сăнарсен ырă ĕçĕсене хакланă май, хăйсем тунă ырă ĕçсене те пăхса тухрĕç. Вĕсен шутĕнче ял çумĕнче çĕнĕрен лартса çитĕнтерекен çамрăк йывăçсен хунавĕсене çум курăкран тасатнине те, шкул территорине, çумри урамсене тасатса тирпейлесе тăнине те, хĕл кунĕсенче кайăксене сырăш туса панине те, çырма-çатрасен çывăхĕнчи çÿп-çапсене пухни-пуçтарни те, кашни хăйсен пахчисенче ытлă-çитлĕ чечек лартса çитĕнтернине те тата ытти ырă пулăмсене аса илме те кăмăллă пулчĕ.
Çак тунă ырă ĕçсене аса илни, хаклани вăл ачасене тата ырăрах, тăрăшуллăрах пулма хистенине ăнланать вĕрентекен. Сырăшсем туса çакассине те вăраха ямалла мар-çке: пирĕн кĕçĕн туссем пит кĕтеççĕ ачасен пулăшăвне. Ачасем тĕрлĕрен сырăшсем тума палăртрĕç. Апла пулсан, кайăксене хĕл сивви хăратаймĕ, вĕсем тутă пулĕçех.