И.Я.Яковлевăн çуралнă кунне уявлама пуçларăмăр

 Чăваш халăхěн ăс-пурлăхне упракан, чăваш чěлхине саланса каясран сыхласа  хăварма  тăрăшакан, пирĕн халăхăн аслă та мухтавлă ывăлĕсенчен пĕри, И. Я. Яковлев, чăваш халăх историнче ĕмĕр- ĕмĕр çуталса тăма тивĕç. Çавна çирĕплетет те ĕнтĕ кăçалхи çулталăка республикăмăрта  аслă патриархăн ячĕпе ирттерме палăртни.

Нихăçан асран тухмасть

Яковлев сăн - пичě.

Халăхăм ăна манмасть-

Тарăн йěр хăварчě.

Чăваша çутта тухма

Алфавит вăл уçрě,

Ырă суннă - çке  çынна

Ун таса сăнарě.

Ачасем валли букварь

Шутласа кăларнă.

«Ырлăх - сывлăх çеç сунар»,-

Халăхра калаçнă.

Асамçă пек тěлěнтерсе,

Чăвашсемпе хěпěртесе,

Вăл лартнă çěнě шкул туса,

Несěлсене савăнтарса.

 Ăс-тăн  пучахě пулнă Чěмпěр шкулě.

Тавах сана, ăса вěрентекен!

Эс парнелерěн чăваша çырулăх,

Пěрремěш хут тыттартăн кěнеке.

Хăй тунă Чěмпěрти шкулне

Тата чунри шухăшсене,

Хěвел пек хаклă мулсене

Вăл парнелерě çынсене.

 Иван Яковлева манмастпăр,

Усратпăр халăх асěнче.

Ăна сума суса юрлатпăр

Хамăр чăваш çěршывěнче.

 Чăваш халăхěн  юмахри мар, чăн-чăн ывăлě-Улăпě çěр çине килнин уявне хатĕрленсе Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературин  эрнелĕхне  ирттерессине пĕлтерчĕç. Ăна 5-7 класра вĕренекенсем хатĕрленĕ литературăпа музыка композицийĕпе илемлĕн ÿçрĕç. Çак уява пěтěм Раççей шайěнче анлăн уявлаççě. Хěвел тухăçěнчен  пуçласа Париж таран ăна пěлнě, халě те пěлеççě. Паллах, пирĕн шкул ачисем те çак уява тĕплĕн хатĕрленчĕç. Уяв мĕнле иртсе пынине, хисеплĕ вулакансем, сире паллаштарсах тăрăпăр.