Ытларикун, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коридорĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хаçатсен тĕлĕнче нумай чарăнса тăчĕç. Кунта 5-9 класра вĕренекенсем çутта кăлараканăмăра халалланă хаçачĕсене çапса хунă.
5 кл. - «Яковлев –çутта кăларакан»
6 кл. - «И.Я.Яковлев вĕренекенĕсем»
7 кл. - «И.Яковлев –куçару ĕçĕнче»
8 кл. - «И.Яковлев хайлавĕсем»
9 кл. - «Явовлев патриархăн тăсăмĕсем»
Хаçатсем çинче çитĕнекен ăру валли çĕнĕлĕхсем, пĕлмеллисем нумай. Çавăнпа ку кĕтес кашни иртсе каякана тыткăнлать.