Пултарулăх каçĕ иртрĕ

Ака уйăхĕн 25 –мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунне  тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул  çитнине халалласа Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем  «Çутта кăлараканăмăр - ĕмĕрлĕх асăмăрсенче» ятпа пултарулăх каирттерчĕç. Уява хатĕрленсе 5-9 классенче вĕренекенсем 3-шер номер хатĕрленĕ. Вĕренекенсем чăвашла  çутта кăлараканăмăр çинчен тата чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем вуласа савăнтарчĕç, хитре чăваш юррисене итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Ташă ташлакансем те чăвашлăхăн сумне ÿстерекен илемлĕ хусканусемлĕ ташшисемпе куракансене тыткăнларĕç. Уяв савăнăçлă иртрĕ.

    Жюри членĕсене малти вырăнсене пама йывăр пулчĕ, мĕншĕн тесен кашни класс тăрăшулăхĕпе палăрчĕ. 1-мĕш вырăн 7-мĕш класс ачисене тивĕçрĕ. 2-мĕш вырăна 5-мĕшсем çĕнсе илме пултарчĕç. 3-мĕш вырăна 6-мĕш классем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр. Чăвашăн хитре чĕлхи ачасене  яланах тыткăнлатăр!

СМ. ФОТОХРОНИКУ