Тăван чĕлхе чуна çĕклет

-Тăван чĕлхем, чунри хĕлхем,

Аттем чĕлхи, аннем чĕлхи,

Сана  савса, вута кĕрсе,

Вута кĕрсе, вутра хĕрсе

Вутра çунмарăмăр эпир,

Сана юратрăмăр эпир.

 

Тăван чĕлхем, чунри хĕлхем,

Пиччем чĕлхи, аппам чĕлхи,

Сана савса,шыва кĕрсе

Шывра чăмса, шывра ишсе,

Шывра путмарăмăр эпир,

Сана манмарăмăр эпир.

 

Тăван чĕлхем, чунри хĕлхем,

Кил-йыш чĕлхи, ял-йыш чĕлхи,

Сана савса, çĕре кĕрсе,

Çĕре сирсе, çĕре хирсе

Çĕре çĕртмерĕмĕр эпир,

Сана мухтарăмăр эпир, - тесе чĕлхене  хакласа çырнă Валентин Урташăн сăввине илеймесĕр тăван чĕлхен хакне тĕрĕс калаймăн, тĕрĕс хаклаймăн. Çак çулăмлă йĕркесем чун-чĕрене кĕрсе вырнаçса чĕлхене юратма, ăна ырлама, унпа тем тĕрлĕ хайлав çырма хистеççĕ.

    Патрекелти шкулта вĕренекенсем те çак йĕркесене ăша хывччăр, чĕлхене юратчăр тесе кашни класрах «Тăван чĕлхем, янра хитрен!» ятпа класс сехечĕсем иртрĕç. Ачасем унта тăван чĕлхе  çинчен хитре сăвă-юрăсем янратрĕç, хăйсем чĕлхене юратса çырнă сăввисене вуласа пачĕç,  вĕрентекенпе пĕрле чĕлхе хакĕ çинчен калаçрĕç, вĕрентекене итлесе хавхаланчĕç, Валентин Урташ пек чĕлхене юратмаллине туйса илчĕç.