Патрекел шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литература эрни малалла тӑсӑлать. Паянхи кун вара ачасен асӗнче Владимир Галошев хатӗрлесе ӳкернӗ «Халал» фильм курнипе асра юлчӗ. Ҫак фильм ачасене чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И.Я. Яковлев халалӗ ҫинчен тата тепӗр хутчен тӗплӗн кӑтартса пачӗ.
Хал. Халӑх. Халал. Ку сӑмах пӗр ҫын теприне ырлӑх, вӑй – хӑват, телейлӗ тата сывлӑхлӑ пулмаллине пӗлтерет. Халал пӗлтерӗшне ӑнланакан ҫын хӑйне ҫуратса ӳстернӗ ҫынсене сума суса пурӑнма ӑнтӑлать. Вӑхӑт ҫитсен хӑй те ҫав хисепе курма ӗмӗтленет. Ун пек халал ҫирӗммӗш ӗмӗрте чӑваш халӑхне И.Я. Яковлев парса хӑварнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗшӗн чунтан - вартан тӑрӑшнӑ. Пулас ӑрӑва вӑл ваттисене хисеплеме, юратма хушса хӑварнӑ. Тӑван халӑха пулӑшса пыма, тӑван халӑхпа пӗрле пурӑнма пилленӗ. Ырӑ сунса хӑварнӑ сӑмах нихӑҫан та ытлашши мар.
Фильм ачасен кӑмӑлне кайрӗ. Пурте шӑппӑн итлесе пӑхса ларчӗҫ. Чылайӑшӗн куҫӗсенчен куҫҫуль те тухрӗ.