Чăваш ен пуласлăхĕ – çамрăксенче

    Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Патреккел шкулĕнче Чăваш Республикин  профессионал писателĕсем черетлĕ канашлупа килсе çитрĕç. Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕсене хаваспа кӗтсе илчĕç. Тĕл пулăвăн тĕп теми «Чăваш ен пуласлăхĕ – çамрăксенче!».

   Малтанах хăнасене шкулти библиотекарь Никифорова Т.В. библиотека фончĕпе паллаштарчĕ. Хăнасем библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем парнелесе пуянлатса хăварчĕç. Шкулти музей алăкĕсене яр уçса истори предметне  вĕрентекен Иванов Г.Н. кĕтсе илчĕ, музейри экспонатсем çинчен каласа пачĕ.

    Чăваш чĕлхи кабинетĕнче пухăннисене Енейкина Г.Л. вĕрентекен кĕтсе илчĕ. Вăл хăйĕн ĕçри çитĕнĕвĕсемпе тата литература кружокĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ. Çавăн пекех кружок активисчĕсене те сăмах парса кружок ĕç-хĕлне тĕплĕнрех çутатса пама пулăшрĕ.  Вĕренекенсем хăйсен сăввисене вуласа парса хăнасене тыткăнлама пултарчĕç.

    Кăçалхи çул  чăваш халăхне çутта кăларакан патриарх И.Я.Яковлев 170 çул тултарнине пирĕн шкулта  анлă паллă тăватпăр. Çак тĕллевпе шкулта тата шкул тулашĕнче тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттеретпĕр. Килнĕ хăнасене «Çамрăк çеçпĕлсем» кружок членĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

   Эпир хамăр енчен пулас ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшатпăр. Чăвашлăха, унăн йăли-йĕркисене тытса пыма вĕрентетпĕр. Çак ĕçре ытларах Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.А. Борисов тăрăшать. Çавна май сцена çинче Патреккел халăх хорĕн ачасен «Алмаккай» фольклор ушкăнĕ те халăхăн ĕмĕртен пыракан вăййи-юррисемпе паллаштарчĕ.

    Пирĕн шкулта пултаруллă çынсем нумай. Вĕсенчен пĕри Н.П.Карамаликов. Вăл  хăнасене хăй çырнă «Каçхи çăлтăрсем» юрăпа савăнтарчĕ.

Мероприятипе пурте кăмăллăн юлчĕç.

СМ.ФОТОХРОНИКУ