Эй,
чĕлхем, анне панă чĕлхем,
Янăра эсĕ çут тĕнчере!
Ыттисене çĕр чĕлхе хуть пĕлем,
Эсĕ ман
– пĕрре çеç, пĕрре.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тăван
чĕлхесен кунĕ. Ăна чĕлхесен тата культурăсен пуянлăхне упраса хăварас тата
аталантарас тĕллевпе уявлаççĕ.
Патреккелти
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта нарăс
уйăхĕн 20 – 27-мĕшĕсенче «Тăван чĕлхем – чунри хĕлхем» ятпа тăван чĕлхесен
кунне халалланă чăваш чĕлхи эрнелĕхĕ ирттерме палăртнă. Палăртнă ĕçсем чылай.
Кунсерен ачасем тĕрлĕ вăйă-конкурсра, литература вулавĕсенче хутшăнĕç.
Паян 6-мĕш класра вĕренекенсем «Чи хитре
чĕлхе» акцие хутшăнса ирхине шкула килекенсене Тăван чĕлхе кунĕпе саламларĕç,
чĕлхе çинчен каланă илемлĕ сăвă йĕркисем çырнă хутсем валеçрĕç. Унтан пур шкул
ачи, вĕрентекенсем хаваслă уяв линейкине пухăнчĕç. А. Кудряшовпа К.Львова ертсе
пынипе «Тăван чĕлхем!» литмонтаж ирттерчĕç. Л. Камилла тăван чĕлхе çинчен хăй
çырнă сăввине пурин чунне те каймалла вуларĕ. Уявра тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи –
илемĕ, çепĕçлĕхĕ, чеченлĕхĕ, пуянлăхĕ, ăна вĕренмелли, хисеплемелли, упрамалли
çинчен нумай каларĕç. Шкул директорĕ О.Г.Петрова пурне те Тăван чĕлхе кунĕпе саламларĕ,
тăван сăмах вăйĕ-хăвачĕпе çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕ.