Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ
паракан тĕп шкулта Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалланă эрнелĕх тухăçлă
иртрĕ. Вĕренекенсем Çĕр чăмăрĕ çинче темиçе пин халăх, вĕсен кашнийĕн хăйĕн
тăван чĕлхи пурри çинчен пĕлчĕç. Кашни чĕлхе хăйне май илемлĕ, кăткăс. Эпир
Чăваш Республикинче пурăнатпăр. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Паллах,
эрнелĕхри мероприятисем ытларах хамăрăн чĕлхе çинчен, чăвашлăх çинчен каласа
иртрĕç. Ачасем тулли кăмăлпа «Чи хитре чĕлхе» акцие, «Пĕлетĕр-и эсир?», «Тĕрĕс
сăмах» вăйă-конкурссене, «Чăвашлăх çинчен» стена хаçачĕсен куравне, «Эй,
чĕлхем, анне панă чĕлхем!» илемлĕ вулава, «Илемлĕ сăмах ăстисем» инсценировка
лартассинче хутшăнчĕç. Шкулти «Театр тĕнчи» драмкружока çÿрекенсем С. Шавлин
«Вĕçкĕн Ваççа» сăвви тăрăх кăтартнă инсценировка тăван чĕлхене лайăх
вĕренмелли, юратмалли, унтан вăтанмалла марри çинчен пулнине ачасем тăнларĕç.
Тĕрлĕ вăйăсенчи çĕнтерÿçĕсем парнеллĕ пулчĕç.
Чăваш чĕлхи çав
тери пуян та илемлĕ пулнине, ытти чĕлхесем хушшинче вăл питĕ пысăк вырăн
йышăннине тата та вăйлăрах туйса илчĕç ачасем. Çав вăхăтрах вĕсем тăван чĕлхене юратнине, ăна тарăнрах тĕпчес-пĕлес килнине те кăтартса
пачĕç.