Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-6-мĕш классем хушшинче Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Пĕлетĕр-и эсир?» литература вăййи иртрĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем тупрĕç, хăйсен пĕлĕвне, тавçăрулăхне, пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Тест евĕрлĕ йĕркеленĕ ыйтусем питĕ кăсăк. Ачасен ÿсĕмне кура йĕркеленĕскерсем пит йывăрах та мар. Ыйтусен тĕрĕс хуравне тупас тесе тупăшакансем тĕрлĕрен словарьсемпе, справочниксемпе усă курчĕç.
Литература
вăййине пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: 11 балл пуçтарса 1-мĕш вырăна Левая
Ульяна (5 кл.) тухрĕ; 9 балл пуçтарса 2-мĕш вырăна Быкова Элина тата Вершкова
Виолетта (6 кл.) йышăнчĕç; 8 балпа Сардаев Афанасий (5 кл.) – 3-мĕш вырăнта.
Çĕнтерÿçĕне чи хаклă парне – кĕнеке. Ыттисене урăхла кучченеç тивĕçрĕ.
Нарăс уйăхĕн
21-мĕшĕнче 5-9-мĕш класра вĕренекенсем «Тĕрĕс сăмах» граммотейсен конкурсне
хутшăнчĕç. Çак конкурсра ачасем чăвашла тĕрĕс çырассине тĕрĕслерĕç, сăмахсене
предложенире тĕрлĕ сăпатра, хисепре, кирлĕ падежра лартса чи нумай балл
пуçтарассишĕн тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕсем çак ачасем: А.Кузьмин (6 кл.), А.
Николаева (7 кл.), Д. Можаев (8 кл.), К. Скворцова (9 кл.). Вĕсене чăваш
чĕлхипе литературине вĕрентекен И.В. Ванюшина грамота парса чысларĕ.