«Чăваш çырулăхĕ» тĕпчев конференцийĕ

«Чăваш çырулăхĕ» тĕпчев конференцийĕ

       Патреккелти тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнин планĕпе килĕшÿллĕн кунсерен тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ.  Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхине юратакансен, вĕренекенсен, тĕпчекенсен конференцине пуçтарăнтăмăр.

   Чĕлхе – çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, хăйсен шухăшĕсене ыттисене каласа пама е çырса пĕлтерме май паракан чи кирлĕ, чи тухăçлă мел. Тĕнчери кашни халăхăн тăван чĕлхи пур. Кирек хăш чĕлхере те халăх историйĕ палăрать, ахальтен мар ĕнтĕ чĕлхесене тĕпчени пысăк пĕлтерĕшлĕ наука ĕçĕ шутланать. 9-мĕш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхин паллăрах тĕпчевçисем, пирĕн çырулăхăн тапхăрĕсем çинчен рефератсем çырса хатĕрленĕ. А. Горшкова И.Я. Яковлев пурнăçĕпе чăваш халăхĕшĕн тунă пысăк ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ, К.Кудрявцевăпа Е. Алюкина кивĕ тата çĕнĕ çырулăх пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. К. Скворцовăн ĕçĕ «М.И. Скворцов – паллă чăваш чĕлхеçи» çинчен пулчĕ. Ытти ачасене итлесе ларма та кăмăллă пулчĕ.

Фотогалерея