«Чĕлхе – халăх мулĕ» вăйă-викторина

«Чĕлхе – халăх мулĕ» вăйă-викторина

        Патреккелĕнчи тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнинче ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш чĕлхи çинчен 5-7-мĕш классем хушшинче «Чĕлхе – халăх мулĕ» вăйă-викторина иртрĕ. Ертсе пыраканĕ – чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ И.В.Ванюшина. Вăйă виçĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕш турĕнче ачасем криптограмма турĕç, иккĕмĕш турта – «Тĕрĕс пĕлĕр» конкурсра тупăшрĕç, виççĕмĕшĕнче – панă рифмăсемпе сăвă шăрçаласси пулчĕ. Вăйă пурне те килĕшнĕ; хаваслансах пĕр-пĕринпе тупăшрĕç ачасем. Хĕрÿ тупăшура улттăмĕшсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç, çиччĕмĕшсем – иккĕмĕш, пиллĕкмĕшсем – виççĕмĕш. Пурне те саламлатпăр! Вĕренĕр чĕлхене! 

Фотогалерея