Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртет.
Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.
Елчĕк муниципалитет округĕнчи Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2023 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнтăмăр. Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çинче Юхма Мишшин И.Я. Яковлева халалланă хайлавĕ тăрăх кĕрет мар мелпе çыртăмăр ăна. 8-9-мĕш класра вĕренекенсем пиллĕкĕн тата пĕр вĕрентекен диктант çырма кăмăл турĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.