«Илемлĕ сăмах ăстисем» поэзи каçĕ

«Илемлĕ сăмах ăстисем» поэзи каçĕ

«Чӑваш халӑхӗн ҫӗр пин сӑмах», - тенӗ И.Я.Яковлев чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне палӑртса. Мӗн тери  пуян та илемлӗ пирӗн тӑван чӗлхе! Тӑван чӗлхепе усӑ курса тӗрлӗ шухӑша палӑртма, илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерме, чуна  хумхантаракан  сӑвӑсем вулама пулать.

              Чӑваш чӗлхи! Эсӗ ҫепӗҫ, янӑравлӑ, илемлӗ. Вӑл - пирӗн атте-анне чӗлхи, пирӗн халӑхӑн  ылтӑн ҫӳпҫи, пысӑк  пуянлӑхӗ

     Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ – Тӑван чӗлхе кунӗ. Çак кун Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Илемлĕ сăмах ăстисем»  ятпа поэзи каçĕ иртрĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем уява чăваш писателĕсемпе поэчĕсен сăввисене илемлĕ вуланинчен пуçларĕç. Унтан пултаруллă вĕренекенсем хăйсем чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăввисене вуларĕç. Куракансене вĕсен вулавĕ киленĕç туйăмĕ кÿчĕ. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Камилла Львовăпа Антон Кудряшов «Тантăш» хаçатăн тусĕсем, вĕсен сăввисем унта пичетленсех пыраççĕ. Вершкова Виолеттăпа София Воронцова вăрçă темипе те çырма кăмăллаççĕ.

     Шкул директорĕ О. Петрова поэзи каçне хутшăнакансене Тăван чĕлхесен кунĕпе саламларĕ, ачасене сăвă çырас пултарулăха малалла та аталантарма ăнăçу сунчĕ.