Чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхĕ хупăнчĕ

Чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхĕ хупăнчĕ

Нарăс уйăхĕн 19-22- мĕшĕсенче Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕренекенсем тăван чăваш чĕлхипе çывăхрах пулчĕç; чуншăн та, ăсшăн та çĕннине нумай илчĕç, пуянланчĕç. Çак эрнелĕхре вĕсем чăваш чĕлхине вĕрентекен Ванюшина И.В. тата шкул администрацийĕ эрнелĕхре палăртнă  нумай кирлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç, тĕрлĕ конкурссемпе куравсене хутшăнчĕç, литература каçĕсенче, вăйăсенче пултарулăхĕсене кăтартрĕç, чăвашлăха, тăван чĕлхене мухтакан паллă чăваш сăвăçисеннипе пĕрлех хăйсем çырнă сăввисене, эссе вуласа вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, курма килнĕ çынсене савăнтарчĕç.

    Эрнелĕхпе пурте кăмăллă юлчĕç. Анчах çакăнпа никам та лăпланса лармасть. Кулленхи ĕçсем – çак эрнелĕхри утăмпа малалла та утăмласси, тăван чĕлхене юратса вĕренесси, çĕнĕ çитĕнÿсем патне талпăнассивĕренекенсен умĕнчи тивĕçĕ пулса юлать