«Пирĕн хаклă туссем» литература вăййинче

«Пирĕн хаклă туссем» литература вăййинче

    Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн 5-6-мĕш класĕнче вĕренекенсем тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ванюшина И.В. нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Пирĕн хаклă туссем» литература вăййи ирттерчĕç. Ачасем вăйăра çут çанталăк тусĕсем  çинчен калакан викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене палăртма тăрăшрĕç, грамматика вăййисене вылярĕç. Вăйă çут çанталăка сыхлассипе те, тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсене пĕлессипе те çыхăннă. Тăван чĕлхене, çут çанталăка упрасси тата аталантарасси, хисеплесси вĕсенчен килнине палăртрĕç.