«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн призерĕсене саламлатпăр

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн призерĕсене саламлатпăр

   Тăван чĕлхепе культурăна малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль ирттерчĕ. Фестивале Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ йĕркелесе пычĕ.

    Фестиваль икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 1-4-мĕш класĕсенче вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă ачасене ирĕк пачĕç. Жюри пурĕ 92 видеролик пăхса тухрĕ, вĕсен шутĕнче Тутар Республикинче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем те пулчĕç.

    Елчĕк муниципалитет чысне Патреккелти 4 класра вӗренекенсен «Туслӑх» ушкӑнӗ, вӗрентекенӗ Кудряшова Алина Александровна, хӳтӗлерӗҫ. Вӗсем «Ташӑ» номинацире 3 вырăн йышӑнма пултарчӗҫ.

    Пултаруллӑ педагога тата ачасене саламлатпӑр. Малалла та пысăк ӑнӑҫусем сунатпӑр.