Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн!» ятпа Чăваш чĕлхине халалланă эрнелĕх иртет. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ.
Чăвашлăха упрас, малалла аталантарас, тăван чĕлхене татах та тăрăшуллăрах вĕренме хавхалантарас тĕллевпе шкулта çак эрнере тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме палăртнă.
Вĕренекенсем тата вĕрентекенсем Чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхне уçма шкулти вулавăша пухăнчĕç. Вулавăш ертÿçи Т.В.Никифорова И.Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кĕнекесен, ÿкерчĕксен выставкисем хатĕрленĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекен хĕр ачасем эрнелĕхе уçса хамăр чăваш чĕлхи çинчен «Ытарайми чĕлхем» çепĕç пуплев саманчĕ ирттерчĕç, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ И.В. Ванюшина мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Вăйăсенчи, конкурссенчи çĕнтерÿçĕсене эрнелĕх вĕçĕнче палăртĕç, чыслĕç.
Шкул шайĕнче туса ирттерекен тĕрлĕрен мероприятисемпе пĕрлех шкулти пултаруллă ачасемпе округри шкул театрĕсен чи лайăх инсценировкăсен конкурсне те хутшăнма хатĕрленетпĕр.