Патреккелĕнчи тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнинче ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче тăван ҫĕре упрама, юратма вĕрентесси çинчен 5-7-мĕш классем хушшинче «Упрар тăван ҫĕре» вăйă-викторина иртрĕ. Ертсе пыракансем Э. Быкова тата М. Миллина чи малтанах ҫепĕҫ пуплев саманчĕ, унтан ачасенчен 3 ушкăна уйăрса викторина ирттерчĕҫ. Ачасем тăван ҫĕр, тăван хула ҫинчен панă кăсăклă ыйтусене тăрăшса хуравларĕҫ. Вăйă пурне те килĕшрĕ. Хĕрÿ тупăшура ҫиччěмěшсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç, улттăмĕшсем – иккĕмĕш, пиллĕкмĕшсем – виççĕмĕш.
Пурне те саламлатпăр! Вĕренер чĕлхене! Упрар тăван ҫĕре!