«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акцие хутшăнтăмăр

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акцие хутшăнтăмăр

    Чăваш чĕлхи кунне уявланă май çулсеренех диктант çырасси йăлана кĕчĕ. Кăçал та ЧР Елчĕк округĕнчи Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе, вĕрентекенсемпе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024» акцие хаваспах  хутшăнтăмăр. Диктант çырма кăмăл тăвакансем  вун улттăн пулчĕç.

   Акцие ирттерме Ç. Элкерěн «Чăваш вăрманě» текстне суйланă.  Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.


Фотогалерея