Интернет олимпиада призёрĕсем

Интернет олимпиада призёрĕсем

      Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, тăван халăхăн ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе кăрлач уйăхĕнче Интернет олимпиада ирттерчĕ, нарăс уйăхĕнче пĕтĕмлетÿсем туса çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртрĕ. Олимпиадăна хутшăнма пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 5–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене чĕннĕ. Ачасем миçемĕш класра вĕреннине кура олимпиада виçĕ категорипе иртрĕ.

     Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджет учрежденийĕ «Чăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕнчи Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта» вĕренекенсем О. Плотникова (6 кл.), У. Левая (7 кл.), А. Николаева (9 кл.) Интернет олимпиадăна хутшăнма кăмăл турĕç. Хĕрачасем пурте призерсен шутне кĕнĕ.

     Олимпиадăна хутшăнакансене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.