Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çĕр çинче пурăнакан пур халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе тĕнчене курма, ăнланма вĕренет. Ăна эпир атте-анне чĕлхи тетпĕр. Чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă та çак уява.
Ҫак куна халалласа шкулта эрнипех класс сехечĕсем, тӗрлӗ курав-выставкӑсем, конкурссем ирттерме палăртнă. Çавăн пекех, «Чĕвĕлти чĕкеç» сайтĕнче «Чăвашла эп калаçатăп» акцие, регионсем хушшинче дистанци мелĕпе иртекен «Лучшие практики в изучении родного языка» фестивале хутшăнас кăмăл пур.
Эрнен пĕрремĕш кунĕнче 1-9-мĕш класра вĕренекенсем класс сехетĕнче поэтсем чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăввисене итленĕ, стена хаçачĕсен, музей куравĕсенче пулса курнă, ытти кунсенче иртекен конкурссене хатĕрленме пуçланă.