Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, тăван халăхăн ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Интернет олимпиада ирттерчĕ, нарăс уйăхĕнче пĕтĕмлетÿсем туса çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртрĕ. Олимпиадăна хутшăнма пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 5–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене чĕннĕ. Ачасем миçемĕш класра вĕреннине кура олимпиада виçĕ категорипе иртрĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджет учрежденийĕ «Чăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕнчи Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта» вĕренекенсем Т. Скворцова (5 кл.), Д. Максимова (7 кл.) тата У. Левая (8 кл.) Интернет олимпиадăна хутшăнма кăмăл турĕç. Икĕ хĕрача призерсен шутне кĕнĕ, Левая Ульяна Çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Ачасене пурне те дипломпа чысланă.
Олимпиадăна хутшăнакансене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.