Чăваш чĕлхипе литература эрни

Чăваш чĕлхипе литература эрни

    Ака уйăхĕн   20-мĕшĕнчен  пуçласа 25-мĕшĕччен Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп  шкулта «Яланах янра, чăваш чĕлхи!» ятпа  Чăваш чĕлхине халалланă эрнелĕх иртĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ.       

   Чăвашлăха упрас, малалла аталантарас, тăван чĕлхене татах та тăрăшуллăрах вĕренме хавхалантарас тĕллевпе шкулта çак эрнере тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме палăртнă.

   Чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхне уçма вĕренекенсем тата вĕрентекенсем шкулти вулавăша пухăнчĕç. Вулавăш ертÿçи Т.В.Никифорова чăвашлăх çинчен, чăваш тĕнчи çинчен кĕнекесен выставки хатĕрленĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем  хамăр чăваш чĕлхи çинчен «Тăван чĕлхем» çепĕç пуплев саманчĕ ирттерчĕç, чăваш чĕлхипе литература  вĕрентекенĕ И.В. Ванюшина мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ, çывхарса килекен чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ. Вăйăсенчи, конкурссенчи çĕнтерÿçĕсене эрне вĕçĕнче палăртăпăр, чыслăпăр.