«Мухтанмалли чĕлхе» тĕпчев конференцийĕ - «Чăваш çырулăхĕ» презентаци курни

«Мухтанмалли чĕлхе» тĕпчев конференцийĕ  -  «Чăваш çырулăхĕ»   презентаци курни

     Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш чĕлхине юратакансен, вĕренекенсен, тĕпчекенсен «Мухтанмалли чĕлхе» конференцине пуçтарăнтăмăр. Конференцие 9-мĕш класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Чĕлхе – çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, хăйсен шухăшĕсене ыттисене каласа пама е çырса пĕлтерме май паракан чи кирлĕ, чи тухăçлă мел. Тĕнчери кашни халăхăн тăван чĕлхи пур. Кирек хăш чĕлхере те халăх историйĕ палăрать, ахальтен мар ĕнтĕ чĕлхесене тĕпчени пысăк пĕлтерĕшлĕ наука ĕçĕ шутланать. Вĕренекенсем чăваш чĕлхин паллăрах тĕпчевçисем, пирĕн çырулăхăн кивĕ тат çĕнĕ тапхăрĕсем çинчен рефератсем çырса хатĕрленĕ. Э. Орлова, А. Кузьмин, А. Карсаков  И.Я.Яковлев, Н.И. Ашмарин, Н.И. Золотницкий пурнăçĕпе чăваш халăхĕшĕн тунă пысăк ĕçĕсем çинчен каласа пачĕç, М. Миллина, Э. Быкова кивĕ тата çĕнĕ çырулăх пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Унтан «Чăваш çырулăхĕ»   презентаци куртăмăр. В. Вершкова Эдуард Фомин çыравçăн статйи тăрăх «Мухтанмалли чĕлхе», Т. Павлова чăваш чĕлхине сÿнме парас мар текен темăпа  докладсем вуларĕç. Ытти ачасене те итлесе ларма кăмăллă пулчĕ.