Патреккелĕнчи тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнинче ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 6-7-мĕш классем хушшинче «Тĕрлĕ халăх хушшинче» вăйă-викторина иртрĕ. Ăна çĕр-шывра иртекен Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăвашра Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Вăййа хутшăнакансем икĕ ушкăна уйрăлса ултă станцире тупăшрĕç. «Халăх модельерĕ», «Наци апачĕ», «Çыравçăсем», «Поэтсем», «Выляса илер-и?», «Пазлсене пуçтар» станцисем тĕрлĕ кăсăклă ыйтусемпе ĕçлеме сĕнчĕç. Кашни тапхăртах ачасем ĕçе тĕрĕс пурнăçласан кирлĕ сас паллисем илчĕç, кайран вĕсенчен сăмах турĕç. Сăмахĕ вара çĕр-шыври халăхсене пĕрлĕхре пурăнма мĕн пулăшнине пĕлтерет. Ачасем ăна çăмăллăнах тупрĕç. Вăл – туслăх. Чăн та, халăхсен туслăхĕ пĕрлĕхре пурăнма пулăшать, Раççее аталантарать.
«Тĕрлĕ халăх хушшинче» вăйă-викторина (тупăшу)