«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акцие хутшăнтăмăр

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акцие хутшăнтăмăр

    Чăваш чĕлхи кунне уявланă май çулсеренех диктант çырасси йăлана кĕнĕ. Кăçал та Раҫҫей Федерацийĕн Раççей халǎхĕсен пĕрлĕхĕн  ҫулталăкне, Чăваш Республикин Халǎхсен туслǎхĕн ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» вĕренӳ акцийĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ: халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăҫтарасси, пуплев культурин шайне ҫĕклесси. 

   Эпир те, ЧР Елчĕк районĕнчи Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекенсемпе, вĕренекенсемпе асăннă акцие хаваспах  хутшăнтăмăр. Диктант çырма кăмăл тăвакансем  вун пĕрĕн пулчĕç, «5» паллă илекенсем  - улттǎн.

   Акцие ирттерме Алиса Миронова ҫырни тăрăх йĕркеленĕ текста суйланă.